Ку инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнче пулса иртнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ кунхи ачине вӗри мунчара ҫӑвӑнтарнӑ-мӗн. Кайран, тепӗр кун ирхине, тӗпренчӗке япӑх пулса кайнӑ. Ҫавна кура ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Ҫӑлса хӑварас тесе мӗнпур тухтӑрсем ҫине тӑнӑ пулин ачана ҫӑлса хӑварма май килмен», — тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ Олег Дмитриев. Пуҫ миминче юн ҫаврӑнӑшӗ япӑхланса кайнипе пӗчӗкскер вилет.
Ача ҫут тӗнчерен уйрӑлнишӗн амӑшӗ айӑплӑ тесе палӑртнӑ тӗпчевҫӗсем. Ун тӗлӗшпе асӑрханмасӑр ҫынна вӗлернӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Ҫапла хыпарлать Чӑваш Республикин информполитика министерстви. 2008–2012 ҫулсем хушшинче министерствӑна пӑхӑнакан кӑларӑмсен пӗтӗмӗшле тиражӗ чакман кӑна мар, ӳснӗ те — 2008 ҫулта 141,7 пинпе танлашнӑ пулсан, тепӗр 4 ҫултан вӑл 148,7 пине ҫитнӗ иккен.
Министр ҫумӗ Любовь Шемарина уйрӑммӑн Вӑрмар районӗн хаҫатне — «Хӗрлӗ ялава» — асӑннӑ, 2013 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗнче вӑл хӑйӗн тиражне 5,8% ӳстерме пултарнӑ имӗш. Елчӗк, Йӗпреҫ, Канаш, Каҫал, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмаршӑ, Шупашкар тӑрӑхӗсенчи хаҫатсен те вулакансен йышӗ нумайланнӑ.
Каласа хӑварас пулать, паян почта уйрӑмӗсенче ҫырӑнтару енӗпе ҫӑмӑллӑх паракан тапхӑрӑн вӗҫленекен кунӗ — хыпалансан 20% йӳнӗрех хакпа ҫыранма майсем пур.
Ӗнер пирӗн республикӑра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш Катек ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче тӑр кӑнтӑрла пысӑк инкек пулнӑ.
Шупашкартан Вӑрмар районне хӗр илме каякан машина йӗпе асфальт ҫинче вылянса кайса хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл Белоруҫран килекен «Скания» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура хӑй те кювета чӑмнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкмен. Хӗре лартма каякан 6 машинӑллӑ кортежран пӗринчи, малта пыракан «БМВ» маркӑллӑ машина ҫинчи 22-25 ҫулти виҫӗ каччӑран пӗри те. Ҫав шутра авланма шут тытни те, чӗрӗ юлайман. «Инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-сужбин хыпарӗнче.
Вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара пушар тухнӑ пулать. Ҫак ялта вырнаҫнӑ шкулӑн пушар сисчевҫи (сигнализацийӗ) ирхине 9 сехетре ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑ коридорта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем 6 минутра ҫитнӗ, ҫӳлӑма 20 минут хушшинче сӳнтернӗ.
Пушара пула 4 тӑваткал метр лаптӑкри урай юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавӑн пекех директор кабинечӗн алӑкӗ сиенленнӗ. Шкул коридорӗнчи стенасем те хӑрӑмланнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх кунти ҫулӑм ятарласа чӗртнине пула тухнӑ. Сиенленнӗ пурлӑх хакӗ 15 пинпе танлашнӑ.
Паян, авӑнӑн 1-мӗшӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче 160 ача вӗренмелли шкула уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ шкул ҫуртне 1929 ҫулта хута янӑ ҫурт вырӑнне лартнӑ. Ҫак ӗҫе «Республикӑри ялсен социаллӑ аталанӑвӗ» программӑпа килешӳллӗн пурнӑҫланӑ, пурӗ 107,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ шкулта хӑтлӑ вӗренӳ пӳлӗмӗсем, ҫӑвӑнма, хӑвӑнса тӑхӑнӑма май паракан спорт залӗ, акт залӗ, апатланмалли пӳлӗм, медицина блокӗ пур тата ытти те. Шкул таврашӗнче вара спорт площадки, пахча-ҫимӗҫ ӳстермелли йӑрансем, ӑшӑту котельнийӗ, икӗ урапа кӗртсе лартмалли гараж вырнаҫнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкула Аслӑ Пинерпе Вӑтакас ялӗнчи 90 вӗренекен пӗлӳ пухма тытӑнӗ. Михаил Игнатьев шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, вӗрентекенсен шкул коллективне пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа саламланӑ, Аслӑ Пинер ял тӑрӑхӗн пӗр кунта 3 уяв — Пӗлӳ кунӗ, 2013–2014 ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарни тата шкул уҫӑлнӑ — пулнине палӑртнӑ.
Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф служби автоҫулсене юсассипе ирттернӗ аукциона пӗтӗмлетнӗ иккен. Асӑннӑ конкурсра ҫул-йӗр хӗррипе тимӗр карта тытакансене палӑртма тӗллев лартнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкар, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсенче пурнӑҫламалла-мӗн. Ун валли хыснаран 18,9 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Анчах аукциона хутшӑннӑ пилӗк предприятирен пӗри, «Металлоконструкция» комплекслӑ техника центрӗ» тулли мар яваплӑ общество, ӗҫе самай йӳнӗпе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара вӑл республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли малтанласа уйӑрма палӑртнӑ тупрана 40 процент перекетлеме май туса панӑ.
Усал ҫак хыпар пирки йӗрке хуралҫисем патне ҫурлан 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем малтаналса палӑртнӑ тӑрӑх Кивӗ Вӑрмар ялӗ патӗнче 50 ҫулти тракторист ҫӗре ҫум курӑксенчен кӑпкалатнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ана хӗррипе ҫаврӑнса илнӗ чух хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах агроном выртнине асӑрхать. Тӗпчевҫӗсем агроном хирте канса илес тесе выртма, тракторист ӑна асӑрхамасӑр таптаса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Вӑрмар районне медицина автобусӗ пырса ҫитнӗ. Вӑл ялсенче пурӑнакансене диспансеризаци витӗр кӑларать. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ку енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗ район центрӗнчен 9 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сывлӑха тӗрӗслеттерессишӗнех ҫынсем унта сайра-хутра пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри флюрографи тухма, тен, ҫулталӑкра пӗрре пырса каять-тӗр, теприсем вара амак аптӑратма пуҫласан кӑна ҫула тухаҫҫӗ.
Медицина автобусӗнче тӗрлӗ анализ илеҫҫӗ, ультрасасӑ оборудованийӗпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Хӗрарӑмсене гинеколог йышӑнать.
Вӑрмар районӗнче кӑҫалхи ҫурлан 22-мӗшӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хӑш-пӗр демографи паллисем лайӑх енне улшӑннине асӑрхама пулать.
Кӑҫал ҫуралнӑ пепкесен йышӗ пӗлтерхинчен 33 нумайрах: 2012 ҫулта — 150 шӑпӑрлан ҫуралнине регистрациленӗ, 2013 ҫулта вара — 183 (вӗсенчен 102 — арҫын ача, 81 — хӗрача). Ашшӗсемпе амӑшсем арҫын ачасене ытларах Артемий, Даниил, Роман, хӗрачасене вара — Анастасия, Ксения тата Дарья ятсем пама кӑмӑлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 8 пепкене сайра хутра тӗл пулакан ятсене — Давид, Игнат, Иосиф, Платон, Николь, Мирра, Руслана, Эллина панӑ.
Пӗр ачаллӑ ҫемьесем районта 57, икӗ ачаллисем — 61, виҫ ачаллисем — 54, тӑватӑ е ытлараххисем — 11.
Шел пулин те кӑҫал Вӑрмар районӗнче вилнисен шучӗ пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: 2012 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗн кӑтартӑвӗпе 256 ҫын вилнӗ, 2013 ҫулта — 268 ҫын (155 — арҫын, 113 — хӗрарӑм).
Пӗлтерхипе танлаштарсан уйрӑлакан мӑшӑрсен шучӗ кӑҫал сахалрах: 2013 ҫулта — 43, 2012 ҫулта — 46.
Мӑшӑрланнисен шучӗ вара пӗлтерхинчен нумайран: кӑҫал 80 ҫамрӑк ҫемье ҫуралнӑ, пӗлтӗр — 75. Кӑҫал 88 ҫулхи старикпе 91 ҫулхи карчӑк мӑшӑрланнине те асӑнса хӑварас пулать.
Вӑрмар районӗнчи Кавал ялне ҫав тӑрӑхри тата кӳршӗллӗ районсенчи хурт-хӑмӑр ӑстисем семинара пухӑннӑ. Пырса ҫитнӗ хӑнасен хушшинче вӑрмарсемсӗр пуҫне куславккасем, тӑвайсем тата Тутар Республикинчен килнӗ пыл хурчӗ ӗрчетекенсем пулнӑ. Вӗсем О.В. Таратина фермер патне пуҫтарӑннӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов, хурт-хӑмӑр агентствин тӗп директорӗ Геннадий Максимов хутшӑннӑ.
Семинар Таратинсем пыл хуртне тытас ӑсталӑхпа паллаштарнинчен пуҫланнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫемье динатсийӗ 200 ҫула яхӑн иккен. Хурт-хӑмӑр агенствин пуҫлӑхӗ Геннадий Максимов вара ку отрасльти ӗҫ-хӗле тишкернӗ, тӗрлӗ сӑтӑрҫӑпа тата чир-чӗрпе епле кӗрешмелли пирки ӑнлантарса панӑ. Вӑл хурт-хӑмӑр ӑстисенчен хӑшӗсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Таратинсен кил хуҫине, Иван Петровича, «Пчеловодство в Чувашии» кӗнекене парнеленӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |